Дима БИЛАН: «ГЕОГРАФИЕ АНЛĂЛАТМАЛЛА»
«Новая волна» конкурса Хусана илсе килни пирки организацин официаллă сайчӗн социаллă сечӗсенчи страницисенче тавлашу хӗрӳ пычӗ. «Хусан провинци хули. Кичем кунта», «Ăна тинӗс çумӗнче иртмелли конкурс тесех пуçарса янă» çакăн йышши çырнисене хирӗç Тутарстан тӗп хулине хӳтӗлекенсем те сахал мар пулчӗç. Паллă ӗнтӗ, ытларах вӗсем хамăр хула çыннисем. Çавсен ретӗнче паллă юрăç, пирӗн ентеш Дима Билан та. Пресс-волта «Сувар» журналисчӗсене вăл кӗске интервью пачӗ.