Дима БИЛАН: «ГЕОГРАФИЕ АНЛĂЛАТМАЛЛА»
«Новая волна» конкурса Хусана илсе килни пирки организацин официаллă сайчӗн социаллă сечӗсенчи страницисенче тавлашу хӗрӳ пычӗ. «Хусан провинци хули. Кичем кунта», «Ăна тинӗс çумӗнче иртмелли конкурс тесех пуçарса янă» çакăн йышши çырнисене хирӗç Тутарстан тӗп хулине хӳтӗлекенсем те сахал мар пулчӗç. Паллă ӗнтӗ, ытларах вӗсем хамăр хула çыннисем. Çавсен ретӗнче паллă юрăç, пирӗн ентеш Дима Билан та. Пресс-волта «Сувар» журналисчӗсене вăл кӗске интервью пачӗ.
Ман шутпа географие анлăлатса пымалла. Ку тăрăхпа интересленекенсем питӗ нумай. Тутарстан вăл легенда та, нумай енӗпе. Çамрăк конкурсантсене те çак тăрăхпа паллашма кăсăклă. Тӗлӗнсе каймалла çутçанталăк кунта. Çынсем ырă, атмосфера интеллигентлă. Эп хам та кунта пурăннă. Каникулсене Пӗтреçре ирттереттӗм. Халӗ те-ха унта тăвансем пурăнаççӗ. Меша юханшыв тата, вӗçӗмсӗр телей вăл маншăн. Çăвӗпе пулă тытаттăмăр унта. Кӗпер те асрах. Çав 80, 90-мӗш çулсене аса илни чуна ăшăтать. Кун пирки ялан калатăп. Хам пурăннă республикăсене чӗререн тав тăватăп. Хăнасем те хулапа паллашнă хыççăн ун çинчен ыррăн аса илӗç, ыттисене каласа парӗç. Конкурс çакăнта иртнин пӗлтерӗшӗ вăл самай тарăнрах, терӗ паллă ентешӗмӗр.
«Новая волна» конкурс хупăннă кун та хăйӗн тымарӗсем Тутарстанпа çыхăннине палăртс ахăварчӗ Дима Билан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев