Вăрмана кайсан, упа тӗл пулсан...
Мамадыш тата Пӗкӗлме районӗсенче пурăнакансем упа йӗрӗсем курни тата вӗсемпе вăрмансенче тата ялсен çывăхӗнче тӗл пулни çинчен пӗлтереççӗ. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, халӗ республикăра 90 яхăн упа пурăнать — вунă çул каяллах вӗсем 35-ӗн кăна пулнă.