Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Юнашар хăмăр упа пулма пултарать!

Тутарстанра юлашки вăхăтра ялсем çывăхӗнче хăмăр упасене курнине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсене тӗл пулсан мӗн тумаллине пӗлмеллех.

Упасем çынсем патне тухнин тӗп сăлтавӗсем:

  • Çырла-кăмпа сезонӗ. Упасем хăмлаçырли, кӗтмел, шурçырли тата ытти вăрман çырлине шыраççӗ.
  • Пыл çиме юратни. Чӗрчунсем утарсемпе тискер вӗллесене тустараççӗ.
  • Мăшăрлану тапхăрӗ. Çу тата çӗртме уйăхӗсенче упа аçисем  хăйсене тимсӗртерех тытма пуçлаççӗ.

Упана асăрхарăр пулсан лăпкă пулăр, чӗрчуна куçран ан пăхăр, çурăмпа çаврăнмасăр унтан пăрăнăр. Упа сирӗн пата çывхарсан ан тарăр, ăна хăратса хытă сасă кăлармалла.

Сыхлăх мерисене пăхăнмаллине ан манăр:

  •  Апат-çимӗç юлашкисене вăрманта ан хăварăр.
  •  Кану тумашкăн уçă вырăн суйлăр.
  •  Упа çурисем курсассăн вӗсем патне ан çывхарăр.

Çак правилăсене пăхăнни пурнăçа, сывлăха упраса хăварма пулăшӗ.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс #Татарстан #БезопасностьВЛесу #БурыйМедведь #ГоскомитетРТ