Маттур, правур, хастар Люся паян пултаруллă та талантлă юрăç, çирӗп ертӳçӗ, шанчăклă тус. Çапла çын вăл Людмила Петровна
Пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне ашшӗ: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ яланах.Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.