Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇАРĂМСАНРА ЧĂВАШ КУЛЬТУРИН ЭРНИ

Районти культура уйрăмӗ Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалласа районта наци культурисен уйăхлăхӗн проектне пуçарнă. Унпа килӗшӳллӗн, район территорийӗнче пурăнакан тӗп халăхсем пӗрер эрне хăйсен культурипе паллаштараççӗ. Халăх шучӗпе чăвашсем, тутарсем хыççăн, иккӗмӗш вырăнта, унтан вырăссемпе мăкшăсем. Иртнӗ эрне тăршшӗпех тутар культурисен кунӗсем пулнă-тăк, ку эрнере – чăвашсен. Культура эрнине ентешсем эрнекун, апрелӗн 6-мӗшӗнче, районти Культура çуртӗнче хаваслăн уçрӗç.

Чăвашсем мероприятие тӗплӗн хатӗрленсе культурăпа йăла-йӗркене туллин кăтартма тăрăшнă. Хăнăхнă йăлапа хăнасене вӗсем фойере çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа тата хаваслă юрă-ташăпа кӗтсе илчӗç. Шел те, хăнасен йышӗнче район ертӳçисем пулмарӗç. Ерçеймен курăнать е килес темен-и?

Культура эрни концертран мар, куравран пуçланчӗ тесен тӗрӗсрех пулмалла. Мӗншӗн тесен вӗсем халăхăмăр авалтан пуçласа паянхи кунччен мӗн ӗçлесе пурăннине, çурт-йӗрне, апат-çимӗçне – йăлтах кăтартма тăрăшрӗç. Ал ӗçӗсем кăна тем тӗрлӗччӗ, вӗсем тӗрӗрен пуçласа йывăçран каскаласа тунă çурт-йӗр макечӗ таранах. Тухья та ăсталаççӗ иккен кунта, çӗвӗçӗсем те маттур. Сăмах май, Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă ентешӗсем валли çывăрмалли михӗсем çӗлесе ăсатакансем те çак район чăвашӗсемех. Çӗр ӗçӗпе пурăннă халăх çава та шаккарӗ кунта, тыррине те ал арманӗпе авăртрӗ, кăмакара апачӗ пиçнӗ вăхăтра вӗллине те пăхрӗ. Ку ӗçсене аслисем эпир кăшт тӗшмӗрткелетпӗр пулсан, ачасемшӗн тӗлӗнмелли нумайччӗ. Çакна шута илсех-тӗр, йӗркелӳçӗсем вӗсене вӗлле хурчӗсене тымарпа тӗтӗмлеме, вутă сӗрме, сухапуç тытма, ал арманӗпе тырă вырма, ӗлӗкхи кӳмепе выляса пăхма ирӗк пачӗç.

Чăваш апат-çимӗçӗ вăл хăйне уйрăм тема. Кашни ял пӗр-пӗринпе ăмăртмалла тенӗ пек наци апатне пӗçерсе килнӗ. Вăрăм сӗтелӗн ури епле чăтрӗ-ши çавăн чухлӗ апат йывăрăшне? Кукăлӗ-пӗремӗкӗ, хуплăвӗ, кӗселӗ, сăри, чейӗ...

– Эпир эрнипех савăнатпăр-ха, – шӳтлерӗç район чăвашӗсем культура эрнелӗхӗ пирки. Çарăмсан районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Лидия Дмитриевна Квакова пӗлтернӗ тăрăх, программа анлă та нумай енлӗ вӗсен. Районта 6 чăваш ялӗнчен пӗри те хутшăнмасăр юлмасть, куллен тӗрлӗ площадкăра мероприяти иртет.

– 7-мӗшӗнче Кивӗ Шешкел ялӗнче чăваш апат-çимӗç кунӗ пулать. 8-мӗшӗнче Йăвашкел клубӗнче чăваш юрăпа-ташă каçӗ, 9-мӗшӗнче Кивӗ Йӗлмелӗнче Чăваш халăх поэчӗн П.В.Афанасьевăн музейӗнче – улах, 12-мӗшӗнче Акрель Культура çуртӗнче малтан халăх вăййисене ирттеретпӗр, унтан Чăваш культурин эрнине концертпа вӗçлетпӗр. Апрель уйăхӗн вӗçӗнче вара районти тӗп халăхсем эпир Хусанта Çарăмсан культурин кунне паллă тума хутшăнăпăр, – кӗскен паллаштарчӗ Лидия Дмитриевна.

Курав хыççăн концерт пуçланчӗ. Йăлтах чăвашла пулчӗ вăл. Çарăмсан чăвашӗсен культура эрни уçăлнă май районти культура уйрăмӗн ертӳçи Наталья Васильевна Иляевăпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова саламларӗç. Хăйсен сăмахӗсенче вӗсем чăвашсем эпир пуян культурăллă халăх пулни, тăван чӗлхен пӗлтерӗшӗ пысăкки, ăна пӗлмелли çине пусăм турӗç.

Концертра районти районти чăваш ансамблӗсенчен çиччӗшӗ те хутшăнчӗ. Çапла майпа эпир Йăвашкелӗнчи «Мерчен», Вăтăр Юман Киреметри «Юрай», Акрелӗнчи «Ветеран», Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Пилеш» тата ытти ансамбльсен, Лагеркăри Зоя Ларионован, районти Культура çуртӗнчи Светлана Степанован, Кивӗ Шешкелӗнчи Галина Корнилован, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи трион тата ыттисен юррисене итлесе савăнтăмăр. Хальхи эстрада юррисемпе пӗрлех хăна юррисем те питӗ хитрен янăрарӗç. Вăтăр Юман Киреметри тата район центрӗнчи искусство шкулӗнчи ачасен ташă ушкăнӗсене уйрăмах мухтас килет. Чăваш ташшисене пӗчӗккисем те, аслăраххисем питӗ килӗшӳллӗн ташлаççӗ.

Юрă-ташăпа кăна та çырлахмарӗç çарăмсансем, мӗн авалхи пир кӗпесенчен пуçласа хальхи дизайнсен шухăшӗнчи чăваш тумӗн илемӗпе капăрлăхӗсене кăтартрӗç. Программи тӗрлӗ жанрлă пулнипе-ши икӗ сехете яхăн тăсăлнă концерта сиссе те юлаймарăмăр – вӗçленчӗ.  

Концерта ертсе пыракансем куракансемпе сывпуллашмарӗç хальхинче, тепӗр кунах Кивӗ Шешкелӗнчи чăваш апат-çимӗç кунӗнче тепре тӗл пулассине пӗлтерчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашитатарстана