«Тутарстан Чăваш пики – 2025»: 12-мӗш хут, икӗ çулта пӗрре, иртекен конкурса хальхинче 10 пике хутшăнчӗ
Шăматкун, октябрӗн 11-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсăн финалӗ иртрӗ. Ку мероприяти Хусанта октябрӗн 5-мӗшӗнче пуçланнă Чăваш культура кунӗсене вӗçлерӗ. Республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан чăвашсене пӗрле пухрӗ вăл. Тӗлӗнмелле чаплă уяв пулчӗ. Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне пырса кӗнӗ кашни çын çав кун чăн-чăн чăваш тӗнчине лекрӗ – конкурса хутшăнакан пикесене пулăшма, тӗрев пама тăван хулисемпе районӗсенчен тăванӗсем, фольклор коллективӗсем, Чăваш наципе культура центрӗсен хастарӗсем килсе çитнӗ. Пурте чăваш тумӗпе, тухья-хушпу чăнкăртатни, купăс сасси, илемлӗ такмак-юрă янрани таçтан илтӗнсе тăчӗ. Конкурсанткăсене вара пăхса ытармалла марччӗ – пӗринчен пӗри чипер, маттур, пултаруллă.