«Тутарстан Чăваш пики – 2025»: 12-мӗш хут, икӗ çулта пӗрре, иртекен конкурса хальхинче 10 пике хутшăнчӗ
Шăматкун, октябрӗн 11-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсăн финалӗ иртрӗ. Ку мероприяти Хусанта октябрӗн 5-мӗшӗнче пуçланнă Чăваш культура кунӗсене вӗçлерӗ. Республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан чăвашсене пӗрле пухрӗ вăл. Тӗлӗнмелле чаплă уяв пулчӗ. Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне пырса кӗнӗ кашни çын çав кун чăн-чăн чăваш тӗнчине лекрӗ – конкурса хутшăнакан пикесене пулăшма, тӗрев пама тăван хулисемпе районӗсенчен тăванӗсем, фольклор коллективӗсем, Чăваш наципе культура центрӗсен хастарӗсем килсе çитнӗ. Пурте чăваш тумӗпе, тухья-хушпу чăнкăртатни, купăс сасси, илемлӗ такмак-юрă янрани таçтан илтӗнсе тăчӗ. Конкурсанткăсене вара пăхса ытармалла марччӗ – пӗринчен пӗри чипер, маттур, пултаруллă.
Шăрттан, тултармăш, хуран кукли...
12-мӗш хут иртекен конкурсăн финалне хальхинче 10 пике тухнă: Мария Григорьева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк), Мария Черникова (Пӗкӗлме районӗ, Наратлă), Виктория Никонова (Пăва районӗ, Чăваш Шуршу), Анна Иванова (Çарăмсан районӗ, Сосновка), Илиана Альмукова (Элмет районӗ, Патраклă), Елизавета Савелькина (Теччӗ районӗ, Аслă Ăнă), Анастасия Айдова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел), Олеся Питимирова (Çырчалли), Екатерина Михайлова (Павлă районӗ, Усăллă) тата Ангелина Дмитриева (Нурлат районӗ, Якуркел).
Сцена çинче конкурсăн официаллă пайӗ пуçланиччен пикесем 1-мӗш хутри уявсен залӗнче хăйсем хатӗрлесе килнӗ чăваш апат-çимӗçӗпе паллаштарчӗç. Вӗсене пурне те, паллах, тăванӗсем, юлташӗсем пулăшрӗç – хӗрсем калакан сăмахсене юрăпа пуянлатрӗç.
Конкурсанткăсем хăйсем хатӗрленӗ апатпа тӗплӗн паллаштарчӗç. Сӗтелӗсем кашнин тутлă апат-çимӗçпе йăтăнса тăраççӗ, мӗн кăна хатӗрлесе килмен пикесем – шăрттан, хуран кукли, пулă кукăлӗ, йăва, сăра, хуплу, шӳрпе, тултармăш... Жюри пайташӗсем конкурсанткăсен апатне тутанса пăхса хак пачӗç.
Чăваш хӗрарăмне халалланă
Официаллă пай чăваш хӗрарăмне халалланă чуна тивмелле прологпа уçăлчӗ. Хусан хулине кӗрекен Дербышки поселокӗнчи С.Галеев ячӗллӗ Культура керменӗн «Танцевальный клуб» ансамблӗн пикисен ташшине экран çинчи видеоролик тата пуянлатрӗ – вăл чăваш пикисем пур çӗрте те малта пулни пирки каласа пачӗ. «Вӗсем – пирӗшти пек, пурнăçăн кашни сферинче палăраççӗ, пурне те çутă парнелеççӗ, нимле йывăрлăх умӗнче те чарăнса тăмаççӗ», – текен сăмахсем янрарӗç экран çинчен паллă чăваш хӗрарăмӗсене кăтартса пынă май. Чăн та, экран çинче кăтартнă хӗрарăмсем – пуриншӗн те тӗслӗх: вӗсем тăван халăха, чӗлхене, культурăна тӗнче шайне çӗклеме пултарнă, хăйсен ăсталăхне çамрăксене парса хăварма тăрăшнă, тăрăшаççӗ те. Конкурса хутшăнакан пикесем вара вӗсен историне малалла тăсаççӗ. Вӗсем – чăваш халăхӗн пуласлăхӗ. «Пирӗштисем» конкурсанткăсене хăйсен аллинчи çутта пачӗç. Пикесем вара Анжелика Еремеева ятарласа конкурс валли çыртарнă «Чăваш пики» юрăпа сцена çинче илемлӗн утрӗç – официаллă пай пуçланчӗ.
«Анне мӗнле – халăхӗ те çапла...»
Конкурса ертсе пыракан маттур та пултаруллă икӗ Дмитрий – Глуховпа Мясников – куракансене пикесемпе паллаштарчӗç. Хӗрсемпе куракансене саламлама сцена çине ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин тата Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров хăпарчӗç.
– Чи малтанах манăн конкурса хутшăнакансене тав тăвас килет. Шăпах сире пула паян зал тулли. Пăхăр-ха, сире тӗрев пама мӗн чухлӗн килнӗ! Эп ку мероприятие илемпе талантсен конкурсӗ кăна темӗттӗм, вăл чăваш халăхӗн йăли-йӗркине, культурине упракан, малалла тăсакан хӗрсен конкурсӗ, – терӗ Т.Р.Кадыров.
Р.Н.Валиуллин пурне те ТР Патшалăх Канашӗн тата Халăхсен ассамблейин председателӗн Ф.Х.Мухаметшин ятӗнчен саламларӗ. «Çак хӗрсем вӗсем – пулас аннесем. Аннесем вара йăла-йӗркене, чӗлхене упракансем. Анне мӗнле – халăхӗ те çапла. Конкурсра паян, паллах, вырăнсем пулӗç, çапах та, ман шутпа, çак сцена çинче тăракан хӗрсем – пурте çӗнтерӳçӗсем», – терӗ Ренат Накифович.
Вӗсем ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташӗсене Альбина Васильевăпа Вера Юнусовăна ТР Халăхсен ассамблейин Тав хучӗпе, Светлана Гордеевăпа Ирина Порфирьевăна ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн Тав хучӗпе чысларӗç.
Çавăн пекех хӗрсемпе куракансене ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев тата «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн директорӗ, ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина саламларӗç, Хусанта Чăваш культурин кунӗсене, çак конкурса ирттерме пулăшнăшăн ТР Халăхсен ассамблейине, Туслăх Çуртне тав турӗç. ЧР халăх артисткине Августа Уляндинăна ТР ЧНКА Канашӗн Тав хучӗпе, Хусанти васкавлă пулăшу станцийӗн ӗçченне Кристина Кожемановăна тата Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Культура çурчӗн директорне Наталия Клементьевăна ЧР Хӗрарăмсен союзӗн Тав хучӗпе наградăларӗç.
Жюри йышӗнче – илем конкурсӗнче унччен çӗнтернисем
Ертсе пыракансем куракансене хисеплӗ жюрипе паллаштарчӗç. Ун йышӗнче ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, ЧР халăх артистки Августа Уляндина, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Наукăсен академийӗн Г.Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата искусство институчӗн аслă наука сотрудникӗ Людмила Шкляева, «Heaven Studio» илем студийӗн хуçи Ирина Порфирьева, «Год подарков» компани ертӳçи Альбина Васильева, ТР Çамрăксен ассамблейин председателӗ Диляра Дамар, «Тутарстан Чăваш пики – 2018», «Раççей Вице Чăваш пики – 2018» ятсене тивӗçнӗ Карина Туктамышева, «Тутарстан Чăваш пики – 2021», «Раççей Вице Чăваш пики – 2022» ятсене тивӗçнӗ Алия Карусева, «Раççей Чăваш пики – 2023», «Науруз Гузеле – 2023» конкурссен çӗнтерӳçи, «Азия – Сибирь» конкурс финалистки Юлия Еремеева, «Уяв пики – 2025» çӗнтерӳçи, «Раççей Чăваш пики – 2025» конкурсра пӗрремӗш Вице-мисс ятне тивӗçнӗ Ангелина Михайлова, Чăваш Республикинчи халăх ал ăсталăхӗн мастерӗ Дина Трякова тата ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пулчӗç.
Сцена пушă тăмарӗ
Çакăн хыççăн пикесем пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсемпе паллаштарчӗç – «Визитка» конкурсра тупăшрӗç, унтан пултарулăх номерӗ кăтартрӗç. Юрлакансем те, тӗрлӗ чӗлхепе сăвă калакансем те, ташлакансем те пулчӗç чиперккесен хушшинче. Чăваш киновне халалланă ыйтусем çине хуравласа хăйсен пӗлӗвне кăтартнă хыççăн хисеплӗ жюри пӗтӗмлетӳ тума кайрӗ.
Çак вăхăтра сцена пушă тăмарӗ – Шупашкартан ятарласа килнӗ чăваш эстрада юрăçи Андрей Думилин, Хусанти «Ӗмӗт», «Аюна» ушкăнсем, Софийăпа Стефания Чаркинасем, Францирен килсе çитнӗ Галина Таймасова, чăваш халăх артистки Августа Уляндина илемлӗ юрăсем парнелерӗç.
Чи маттурисене палăртрӗç
Акă кӗтнӗ самант та çитрӗ – пикесем шап-шурă та кăпăшка кӗпесемпе Анжелика Еремеева юрланă май сцена çине тухрӗç. Мероприятие ертсе пыракан маттур та пултаруллă чăваш каччисем конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем хатӗр пулни пирки каларӗç. Хăш пикене мӗнле номинацире палăртрӗç-ха? Паллаштаратпăр:
«Тарават пике» – Мария Григорьева;
«Тавçăруллă пике» – Екатерина Михайлова;
«Ăста пике» – Мария Черникова;
«Кăмăллă пике» – Виктория Никонова;
«Кӗмӗл сасă» – Анна Иванова;
«Сапăр пике» – Ангелина Дмитриева;
«Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Айдова;
«Хастар пике» – Елизавета Савелькина;
«Спорт пике» – Олеся Питимирова;
«Сувар пики» – Илиана Альмукова.
1, 2 тата 3-мӗш вырăнсене жюри çапларах палăртнă:
3-мӗш вырăна – «II Вице-мисс» титула – икӗ пике – Мария Григорьевăпа Елизавета Савелькина;
2-мӗш вырăна та – «I Вице-мисс» титула – икӗ чиперкке – Виктория Никоновăпа Анастасия Айдова тивӗçрӗç.
1-мӗш вырăна вара – «Тутарстан Чăваш пики – 2025» ята – хальхинче Çарăмсан районӗн пики Анна Иванова илме тивӗçрӗ.
Пулăшакансене чӗререн тав!
Пикесене парне айне парне айне турӗç йӗркелӳçӗсем – кашнинех чечек çыххи, спонсорсен парнисене пачӗç. Пикесене тӗрлӗ номинацире саламлама конкурсăн партнерӗсемпе спонсорӗсем хăйсем тухрӗç сцена çине. Эппин çакăн пек чаплă конкурса ирттерме пулăшакансем камсем пулнине сире те пӗлтерер-ха, хисеплӗ вулакансем. Йӗркелӳçӗсем – ТР Халăхсен ассамблейи, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗ (председателӗ Дмитрий Самаренкин), «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн дирекцийӗ (ертӳçи Сильвия Чаркина), ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗ; партнерсемпе спонсорсем – «Сувар» республика хаçачӗн редакцийӗ (тӗп редакторӗ Ирина Трифонова), Чăваш Республикин Хӗрарăмсен союзӗ (ертӳçи Наталья Николаева), «Янрус» Хăна çурчӗ (ертӳçи Константин Яковлев), «Год подарков» компани (ертӳçи Альбина Васильева), «Адмирал Авто» автоцентр (ертӳçисем Олег Фадеев, Вячеслав Порфирьев), «Heaven Studio» илем студий (хуçи Ирина Порфирьева), «Фаберлик» компани ятӗнчен Марина Туктамышева, «Тăнăç» наци капăрлăхӗсен бренчӗ (ертӳçи Татьяна Андреева), «Шевле» наци тумӗн бренчӗ (никӗслевçи Светлана Ефремова), «Амелия» чечек салонӗ (хуçи Алина Дудорева), «Звуковая №1» сасă студийӗ, «Марта» илем студийӗ (ертӳçи Марта Головина), «Все для дома» лавкка тытса тăракан Станислав Улаев усламçă, Инна Чугунова ал ӗç ăсти тата Вера Юнусова усламçă. Конкурс дирекцийӗ çакăн пек чаплă мероприяти ирттерме пулăшнăшăн вӗсене пурне те чӗререн тав тăвать.
Конкурса социаллă сетьре пăхма пулать
Чаплă мероприяти тенӗрен – ку чăнах та пушă сăмахсем мар, çав тери çӳллӗ шайра иртрӗ вăл. Апат-çимӗç конкурсӗ 14.00 сехетре пуçланнине шута илсен вăл пилӗк сехете тăсăлчӗ, 19.00 кăна вӗçленчӗ. Анчах та ку вăхăт сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ, мӗншӗн тесен программăна çав хатер пӗлсе, интереслӗ хатӗрленӗ. Нимӗнле чăрмав та (пӗчӗк техника чăрмавӗсене шута илмесен) пулмарӗ, куракан сцена çинчи илеме куçне илмесӗр сăнарӗ. Чăн-чăн чăваш культурин уявӗ пулчӗ «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурс. Тӗлӗнмелле, нумай чухне чăваш мар пуçлăхсем хăйсем сăмах каланă хыççăн тухса каяканччӗ, хальхинче вӗçне çитиччен ларчӗç. «Епле илемлӗ конкурс. Мӗнле пуян культура пирӗн, чăвашсен! Тӗлӗнмелле чаплă. Кăмăл тулчӗ паян çакна курса. Мӗншӗн чăвашла вӗрентместпӗр-ха эпир ачасене? Мӗн чухлӗ çухататпăр вӗт капла. Çак йăнăша паянах тӳрлетме пуçлас», – терӗ конкурс вӗçленсен пӗр пӗлӗшӗм. Тӗрӗс сăмахсем.
Туслăх Çурчӗн концерт залӗнче пӗр пушă вырăн та çукчӗ. «Сувар» хаçат редакцийӗ конкурса хăйӗн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта кăтартрӗ. Курас текенсем ăна çак ссылкăсемпе пăхма пултараççӗ:
https://vk.com/wall-78974186_27542
https://vk.com/wall-78974186_27584
Сăнӳкерчӗксене вара галерейăра пăхăр:
https://suvargazeta.ru/photo/tutarstan-cavas-piki-2025
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев