Амăш капиталӗн çӗнетнӗ программи декабрь уйăхӗнче хатӗр пулать
Хальхи вăхăтра Раççей правительстви амăш капиталӗн программине çӗнетнипе ӗçлет. Вице-премьер Татьяна Голикова пӗлтернӗ тăрăх, çемьесене пулăшмалли тӗп мерăсенчен пӗрне улăштарасси кăçал декабрь уйăхӗнче вӗçленмелле.