Амăш капиталӗн çӗнетнӗ программи декабрь уйăхӗнче хатӗр пулать
Хальхи вăхăтра Раççей правительстви амăш капиталӗн программине çӗнетнипе ӗçлет. Вице-премьер Татьяна Голикова пӗлтернӗ тăрăх, çемьесене пулăшмалли тӗп мерăсенчен пӗрне улăштарасси кăçал декабрь уйăхӗнче вӗçленмелле.
Ун сăмахӗсемпе программăна çӗнетесси кăткăс тӗллев, ăна тӗплӗн тишкермелле. Амăш капиталне мӗнле улшăнусем кӗртине хальлӗхе уçăмлатман-ха.
Аса илтеретпӗр, маларах программăна нумай ачаллă çемьесене ытларах пулăштăр тесе Федераллă Пухăвăн Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матвиенко улăштарма сӗннӗ. Иккӗмӗш тата ун хыççăнхи ачасен капиталӗ пӗрремӗш ачашăннинчен кая пулмалла маррине те палăртнă вăл.
Çӗнӗ мерăсем программăна эффективлăрах тата тӗллевлӗрех тума, хальхи демографи проблемисене лайăхрах татса пама пулăшӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев