Çӗнтерӳ диктанчӗ пӗтӗм тӗнчипех иртет
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин историне тата унпа çыхăннă пулăмсене мӗнле шайра пӗлнине Халăхсен хушшинчи истори диктантне çырса тӗрӗслеме пулать. Тӗнчипе 7-мӗш хут иртекен акцие хутшăнакансен йышӗ çулсерен чакманнине, диктант çырма республикипе пурӗ 360 площадка хатӗрленине «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова каласа пачӗ.