Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çӗнтерӳ диктанчӗ пӗтӗм тӗнчипех иртет

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин историне тата унпа çыхăннă пулăмсене мӗнле шайра пӗлнине Халăхсен хушшинчи истори диктантне çырса тӗрӗслеме пулать. Тӗнчипе 7-мӗш хут иртекен акцие хутшăнакансен йышӗ çулсерен чакманнине, диктант çырма республикипе пурӗ 360 площадка хатӗрленине «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова каласа пачӗ.

Çулсерен диктанта ирттерме темиçе площадка уçăлать. Кăçал Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра, «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче, «Казань» аэропортра, «Раççей – манăн истори» мультимедиа паркӗнче тата ытти площадкăсенче истори диктантне çырма кӗтеççӗ кăмăл пуррисене. Кăçал ют çӗршывсенче пурăнакан Раççей çыннисем ыйтнипе çӗршыв тулашӗнче те нумай площадка уçăлнине каласа хăварчӗ  спикер. Истори диктантне çырмалли вырăнсене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.

«Пӗлтӗр акцие 20 пин ытла çын хутшăннă. Кăçал хутшăнакансен шучӗ ӳсессе кӗтетпӗр», – пӗлтерчӗ Гульнара Габдрахманова.

Диктант 12.00 сехетре пуçланать. Анчах площадкăсем 10.00 сехетрех ӗçлеме пуçлаççӗ. Малтанах диктант çырас текенсем регистраци иртмелле, анкетăри ыйтусене хуравланă хыççăн диктант çырма бланк илмелле. Акцие хутшăнакансем 45 минут хушшинче 25 ыйту çине тӗрӗс хурав памалла. Ыйтусем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пулăмсем çинчен. Темиçе ыйту диктант çыракан регионпа та çыхăннă. 

Акцие хутшӑнма диктантпобеды.рф сайтра регистраци иртмелле. Ун хыççăн хутшăнакана уникаллă номер парăнать. Вăл результатсене пӗлме кирлӗ пулать.

Акцисӗр пуçне апрелӗн 25-мӗшӗнче «Единая Россия» парти Çӗнтерӳ кунне халалланӑ ытти йӑлана кӗнӗ мероприятисем те пулаççӗ. Чӗннӗ хăнасем – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем, вăрçă ачисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем – ачасемпе тӗл пулса уçă калаçусем ирттереççӗ. «Письмо Герою» акцие хутшăнса СВОри салтаксем çыру е открытка яма та май пулать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество 80-летие Великой Победы диктан победы