«УРАМ» экстрим-паркăн команди республикăри 12 хулана çитет
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата «Татнефть» ыркăмăллăх фончӗ тӗрев панипе ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарса янă «Лето в Татарстане» тата «Молодежь и дети» проектсем шайӗнче «УРАМ» экстрим-парк команди республикипе çулçӳреве тухнă. Тур июлӗн 25-мӗшӗнче пуçланнă. Команда Тутарстанри 12 района çитет.