Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«УРАМ» экстрим-паркăн команди республикăри 12 хулана çитет

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата «Татнефть» ыркăмăллăх фончӗ тӗрев панипе ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарса янă «Лето в Татарстане» тата «Молодежь и дети» проектсем шайӗнче «УРАМ» экстрим-парк команди республикипе çулçӳреве тухнă. Тур июлӗн 25-мӗшӗнче пуçланнă. Команда Тутарстанри 12 района çитет.

Турăн  тӗллевӗ – вырăнти пӗрлӗхсене, экстремаллă спорт тӗсӗсене тата урам культурине пӗрлештересси. Кашни хулара пултарулăх тата спорт мастер-класӗсем, тӗлпулусем пулаççӗ. Пӗрремӗш мероприятисем Чистайра июлӗн 29-мӗшӗнче тата Ешӗлварта июлӗн 30-мӗшӗнче иртеççӗ. Ытти районсенче тӗлпулусем хăçан иртнине проектăн телеграмм-каналӗнче t.me/uramextremepark тупма пулать. 

2016 çултанпа Рустам Минниханов тӗрев панипе 422 ытла обществăлла вырăна, çав шутра 29 экстремаллă зонăна, хăтлăх кӳртнӗ. Тăваттăмӗш çул иртекен «УРАМ тур» çак вырăнсене интереслӗрех тума тата çамрăксене илӗртме пулăшать.

Аса илтеретпӗр, тур хыççăн Хусанта  августăн 30-мӗшӗнче «УРАМ» экстрим-парк территорийӗнче «Урам» фестиваль иртет. Ун шайӗнче тӗрлӗ дисциплинăсемпе контестсем, урам культури енӗпе мастер-классем, ташă баттлӗсем, концертсем пулаççӗ.

ТР  Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи ТР Раисӗ лето в Татарстане урам экстрим парк