Хисеп хăмин лауреачӗсем «Идел-Пресс» издательствăрах сасăларӗç
Тутарстанăн Электронлă хисеп хăми паян «Идел-Пресс» полиграфи издательство комплексӗн ӗçченӗсен 14 ячӗпе пуянланчӗ. Палăрнă ӗçченсене чыслас чаплă церемони «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствинче иртрӗ, наградăна вӗсене агентство ертӳçи Айдар Салимгараев пачӗ. ТР Электронлă хисеп хăми кăçал ӗçлеме пуçларӗ. Предприятисемпе организацисен, власть органӗсен тата бюджет сферин ӗçченӗсен тивӗçӗсене сума сăвассипе çыхăннă проект ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн майăн 1-мӗшӗнче тухнă указӗпе пурнăçланать.