Тутарстанăн Электронлă хисеп хăми паян «Идел-Пресс» полиграфи издательство комплексӗн ӗçченӗсен 14 ячӗпе пуянланчӗ. Палăрнă ӗçченсене чыслас чаплă церемони «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствинче иртрӗ, наградăна вӗсене агентство ертӳçи Айдар Салимгараев пачӗ. ТР Электронлă хисеп хăми кăçал ӗçлеме пуçларӗ. Предприятисемпе организацисен, власть органӗсен тата бюджет сферин ӗçченӗсен тивӗçӗсене сума сăвассипе çыхăннă проект ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн майăн 1-мӗшӗнче тухнă указӗпе пурнăçланать.
Хисеплӗ наградăна илнӗ хыççăн, мӗнпур сотрудник РФ Патшалăх думин тăххăрмӗш пухăвӗн депутачӗсен суйлавне хутшăнма «Идель-пресс» издательствăра вырнаçнă суйлав участокне çул тытрӗ.
Предприятирех сасăлама май пурри ӗç процесӗ татти-сыпписӗр пыракан пысăк издательство коллективӗшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Электронлă хисеп хăмин лауреачӗсем хăйсен гражданла тивӗçне производствăран уйрăлмасăр пурнăçлама пултарчӗç.
«Паян «Идел-Пресс» полиграфи издательство комплексӗн 14 ӗçченне Тутарстанăн Электронлă хисеп хăми çине кӗртнӗшӗн тивӗçлипех мухтанатпăр. Ку вăл хисеплӗ паллă çеç мар, вӗсен ӗçне тата профессионализмне обществăра йышăнни. Эпир вӗсене ӗçӗшӗн тата пирӗн республика аталанăвне тӳпе хывнăшăн чун-чӗререн тав тăватпăр, вӗсемпе мухтанатпăр », – пӗлтерчӗ «Идел-Пресс» ПИК генеральнăй директорӗ Анас Аскаров.
«Идел-пресс» – çӗршыври чи пысăк полиграфи предприятийӗсенчен пӗри. Кунта çулсерен вунă миллион кӗнеке тата вунсакăр миллион хаçат тухать. Кунтах тӗрлӗ шайри суйлав кампанийӗсем валли бюллетеньсене пичетлеççӗ.
Нет комментариев