News by tag - елка
-
Республика ёлкине 8,5 пин ытла ача çитсе курчӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе иртекен Республика ёлки паян, декабрӗн 24-мӗшӗнче «Татнефть Арена» Пӑр керменӗнче пулчӗ. Республикăра тата Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакан 8,5 пин ача 12 сехете çитрӗ палăртнă вырăна. Кунта вӗренӳре, пултарулӑхра, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тата общество пурнӑçӗнче палӑрнисем, ятарлă çар операцине хутшӑнакансен, сывлăх енчен çирӗп мар тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасем пуçтарăнчӗç. Çӗнӗ çул атмосферине йӗркелеме Татнефть Аренăра тата урам площадкинче фотозонăсем йӗркеленӗ.
-
Хусанта иртекен Республика ёлкине 17 пине яхӑн ача хутшăнĕ
Республика ёлки декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть-Аренăра» иртет, мероприятие 17 пине яхӑн ача çитсе курӗ.