Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика ёлкине 8,5 пин ытла ача çитсе курчӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе иртекен Республика ёлки паян, декабрӗн 24-мӗшӗнче «Татнефть Арена» Пӑр керменӗнче пулчӗ. Республикăра тата Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакан 8,5 пин ача 12 сехете çитрӗ палăртнă вырăна. Кунта вӗренӳре, пултарулӑхра, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тата общество пурнӑçӗнче палӑрнисем, ятарлă çар операцине хутшӑнакансен, сывлăх енчен çирӗп мар тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасем пуçтарăнчӗç. Çӗнӗ çул атмосферине йӗркелеме Татнефть Аренăра тата урам площадкинче фотозонăсем йӗркеленӗ.

Представленин тӗп теми кăçал пӗрремӗш хут иртекен  «Курше»  фестиваль  пулчӗ. Малтанах ачасем Хӗл Мучие кӗтсе илсе ёлкăна çутрӗç. Анчах асамлă Хӗл Мучи васканине пӗлтерсе, ачасене çитӗнӳ формули мӗнре пулнине тупма хушса хăварчӗ.  Мероприятие хальхинче Тутарстан эстрада çӑлтӑрӗсем хутшӑннипе концерт формипе йӗркеленӗ. Кашни артистран ертсе пыракансем çитӗнӳ формули мӗнре пулнине ыйтса пӗлчӗç.

Юлашкинчен ачасене ТР Раисӗ Рустам Минниханов саламларӗ.

«Сирте  пирӗн çӗршывӑн пуласлӑхӗ. Эсир кашни çутӑ çӑлтӑр, тӗнчене лайӑх енне улӑштарма пултаракан талант. Сирӗн вӑй-халӑр, пултарулӑхӑр пирӗн республикӑри çамрӑксен организацийӗсенче палăрать. Пурне те çитес Çӗнӗ çул, чи çутӑ та савӑнӑçлӑ уяв ячӗпе саламлатӑп», – палӑртрӗ Рустам Минниханов.

Вӑл Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ вӗçленнине, умра – Раççейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тата Çарпа ӗç мухтавӗн çулталӑкӗ пулнине аса илтерчӗ. Çутӑ идейӑсемпе хӑюллӑ проектсем валли вӑхӑт çитнине каласа хăварчӗ.

«Эпир сирӗнтен пуçарусем кӗтетпӗр, пулӑшма та хатӗр. Хавхаланӑр, ӗмӗтленӗр тата хӑвӑр тӗллевӗр патне çирӗппӗн утӑр», – сунчӗ ТР Раисӗ.

«Ёлка питӗ килӗшрӗ, ӗлӗкхи юрăсемпе пӗрлех хальхи вăхăтра чи популярлă хитсене итлеме май пулни питӗ килӗшрӗ, питӗ илемлӗ ташă номерӗсем хатӗрленӗ. Велосипедистсен трюкӗсене, гимнастсен номерӗсене кăсăк пулчӗ пăхма. Пурте пӗлекен артистен килни те савăнтарчӗ», – пӗлтерчӗ хăйӗн шухăш-кăмăлне уяв хыççăн София Чаркина. Çак кун сцена çине тухнă 1,5 пин артист хушшинче чăваш хӗрачи те пурччӗ – Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен Варя Сандимирова. 

«Паян Республика ёлки 25-мӗш хут иртет, пирӗн хӑйнеевӗрлӗ юбилей. Мероприяти республикӑри пултаруллӑ ачасене пухать. Вӗсем Тутарстанра питӗ нумай, ачасем хӑйсене тӗрлӗ енпе хастар кӑтартаççӗ. Паян кунта кӑшт телейлӗреххисем пуçтарӑнчӗç. Концерта 8,5 пин ытла ача килнӗ, вӗсене 1,5 пин ытла артист савӑнтарӗ», – пӗлтерчӗ ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров журналистсемпе тӗл пулсан.

Концерт вӗçленсен ачасем валли дискотека иртрӗ. Республика ёлки хӑнисем билет кӑтартса пылак парнесем илчӗç. Парнесем валеçме тата уява йӗркелеме  республикăри ача-пăча тата çамрӑксен обществăлла организацисенчен 60 ытла волонтер пулăшнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: елка дети минмолодежи Раис РТ «Курше» фестиваль