Санкт-Петербург чăвашӗсем диктант çырнă
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Пысăк этнографи диктанчӗ» VI Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ пуçланчӗ. Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче диктант çырас текенсем валли ятарлă площадка ӗçлерӗ. Этнографи диктантне Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург хулин Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем те хастар хутшăнчӗç.