Раççейре пурăнакан халăхсен тăван чӗлхипе иртекен диктант
«Раççей – халăхсен çурчӗ» этнодиктант февралӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен пӗрлехи форматпа пулать.
Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне (февралӗн 21-мӗшӗ) тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.
Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсем диктанта февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа) çыраççӗ.
Тӗплӗнрех мероприяти çинчен domnarodov.ru сайта кӗрсе тупма пулать.
Сăнӳкерчӗк domnarodov.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев