Тутарстанра ырă кӳршӗлӗх фестиваль иртет
Ку эрнере пӗтӗм республикипе ырă кӳршӗлӗх фестиваль пуçланчӗ. Ун шайӗнче парксемпе çуртсен таврашӗнчи картишсенче спорт, ăс-хакăл тата культура мероприятийӗсем иртеççӗ. Фестиваль килтен тухмалли, кӳршӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтермелли тата ТР Рустам Минниханов пуçарнă «Пирӗн картиш» хăтлăх программи шайӗнчи улшăнусен çинчен каласа памалли сăлтав.