Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ырă кӳршӗлӗх фестиваль иртет

Ку эрнере пӗтӗм республикипе ырă кӳршӗлӗх фестиваль пуçланчӗ. Ун шайӗнче парксемпе çуртсен таврашӗнчи картишсенче спорт, ăс-хакăл тата культура мероприятийӗсем иртеççӗ. Фестиваль килтен тухмалли, кӳршӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтермелли тата ТР Рустам Минниханов пуçарнă «Пирӗн картиш» хăтлăх программи шайӗнчи улшăнусен çинчен каласа памалли сăлтав.

Мероприятисене хутшăнакансем тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, ӳкереççӗ. Çӗнӗтнӗ спорт площадкăсемпе тата ача-пăча вылямалли зонăсенче вăхăта хастар ирттереççӗ. Улшăнусемпе хавхаланса çуртсенче пурăнакансем хăйсем те  хăтлăх кӗртнӗ çӗре хутшăнаççӗ, картишсене тирпей-илем кӗртеççӗ, сӗнӳ параççӗ. Чи хастаррисене ТР Раисӗн ятӗнчен Тав çырăвӗсем парса чыслаççӗ.

«Пирӗн картиш» программа  5 174 çуртăн картишне çӗнӗтсе миллион çурă ытла çыннăн пурнăçне лайăхлатнă.  Проект малалла тăсăлать, çӗнӗ пуçарусем хушса сарăлать.

Парксемпе картишсенчи концертсемпе уявсем сентябрь уйăхӗччен иртеççӗ.

ТР Раисӗн пресс-службин căнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль добрососедства программа наш двор лето в Татарстане выборы рт