Иван Дулатов хӗсметре Афганистанра пулнă
Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче 1961 çулта çуралнă Иван Дулатова 1980 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Совет çарне илнӗ. Июльтен пуçласа ноябрьччен вăл Туркмен ССрӗнчи Теджен хулинче вăтам танкăн механик-водителӗ пулма вӗреннӗ. Çав çулах декабрь уйăхӗнче Ивана малаллахи служба иртме Афганистана янă.