Çитес çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулать
2026 çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине çирӗплетекен указа паян, январӗн 25-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă. Кун пирки Патшалăх Канашăн ларăвне уçнă чухне Владимир Владимирович хăй пӗлтернӗ.