Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулать

2026 çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине çирӗплетекен указа паян, январӗн 25-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă. Кун пирки Патшалăх Канашăн ларăвне уçнă чухне Владимир Владимирович хăй пӗлтернӗ.

Право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленнӗ документра Раççейре пурăнакан халăхсен туслăхне тата пӗрлӗхне çирӗплетес, тӗрлӗ культурăпа йăла-йӗркене сыхласа хăварас, çавăн пекех çамрăксен хушшинче Тӑван  çӗршыва тата унăн хаклăхӗсене юратма вӗрентес тата  патриотла воспитани парас тӗллевпе ирттерме йышăнни пирки каланă.

РФ правительствине виçӗ уйăх хушшинче Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерме ятарлă комитет йӗркелеме тата унăн йышне çирӗплетме, çавăн пекех тӗп мероприятисен планне хатӗрлеме хушнă.

Çулталăк тăршшӗпе Раççейре пурăнакан мӗнпур халăхсен культурипе йăли-йӗркисен пуянлăхне кăтартма, нацисен хушшинчи килӗшӗве тата гражданла пӗрпеклӗхе çирӗплетме пулăшакан культура, вӗренӳ, çутӗç тата спорт мероприятийӗсем, фестивальсем, форумсемпе конференцисем иртӗç.

Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: владимир путин Год единства народов России