Интернет кӗртме ялсенче пурӑнакансем сасӑлав иртмелле
РФ Цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министерстви ыйтӑм хута янӑ, унăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пысăк хăвăртлăхлă интернет кӗртмелли ялсене палăртӗç. Инфраструктурăна аталантарма укçа-тенке çыхӑну операторӗсен тӳлевӗсенче тăракан ятарлă фондран илӗç. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.