Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Интернет кӗртме ялсенче пурӑнакансем сасӑлав иртмелле

РФ Цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министерстви ыйтӑм хута янӑ, унăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пысăк хăвăртлăхлă интернет кӗртмелли ялсене палăртӗç. Инфраструктурăна аталантарма укçа-тенке çыхӑну операторӗсен тӳлевӗсенче тăракан ятарлă фондран илӗç. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.

Сасӑлава 100 пуçласа 1 000 çын таран пурăнакан ялсемпе хула çыннисем хутшӑнма пултараççӗ. Тӗп услови – патшалӑх унти  социаллӑ объектсене – шкулсене, больницӑсене е мобильлӗ база станцийӗсем урлӑ çыхӑнупа  тивӗçтернӗ пулмалла.

Ыйтӑм март уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырать. Ӑна икӗ ссылкӑран пӗринпе иртме пулать:

https://pos.gosuslugi.ru/lkp/polls/583426/

https://pos.gosuslugi.ru/lkp/polls/568138/

Программа «Экономика данных и цифровая трансформация государства» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑçланать. 2021 çултанпа çакнашкал сасӑлавсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пысăк хăвăртлăхлă интернета 6,7 пин ытла ял-хулана кӗртнӗ. Кăçал декабрь уйăхӗ вӗçлениччен  тата 100 яла çыхăнупа тивӗçтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интернет связь