Хунямапа кӗрӳ килӗштереймен
Хуняма тăван пулма пăрахсан ун патне хăнана та ирӗксӗр кӗме юрамасть иккен.
Çакăн йышши преступленисем йышланни паянхи саманара мӗнрен килет-ха? Кунта граждансен право культурин шайӗ чакнине, çынсен правипе культурине хисеплеменнине, пӗр-пӗрин хушшинчи хутшăнусем йӳнелнине, закона пӗлменнине тата право нигилизмне кӗртмелле-тӗр. Явап тыттарнă çынсенчен нумайăшӗ ют киле ирӗксӗр кӗме юраманни преступлени пулнине ăнланмаççӗ.