Хунямапа кӗрӳ килӗштереймен
Хуняма тăван пулма пăрахсан ун патне хăнана та ирӗксӗр кӗме юрамасть иккен. Çакăн йышши преступленисем йышланни паянхи саманара мӗнрен килет-ха? Кунта граждансен право культурин шайӗ чакнине, çынсен правипе культурине хисеплеменнине, пӗр-пӗрин хушшинчи хутшăнусем йӳнелнине, закона пӗлменнине тата право нигилизмне кӗртмелле-тӗр. Явап тыттарнă çынсенчен нумайăшӗ ют киле ирӗксӗр кӗме юраманни преступлени пулнине ăнланмаççӗ.
Ют çыннăн кил-çуртне, федераллă законпа çирӗплетнӗ хăш-пӗр ирӗке тата суд йышăнăвне (РФ Конституцийӗн 25-мӗш статйи) шута илмесен, хуçи ирӗк памасăр никамăн та кӗме юрамасть. Енчен те хуçи чарнине пăхмасăр саккунлă мар майпа ют киле кӗнӗшӗн РФ Уголовнăй кодексӗн 139-мӗш статйипе явап тыттараççӗ.
Çакăн йышши преступленисем йышланни паянхи саманара мӗнрен килет-ха? Кунта граждансен право культурин шайӗ чакнине, çынсен правипе культурине хисеплеменнине, пӗр-пӗрин хушшинчи хутшăнусем йӳнелнине, закона пӗлменнине тата право нигилизмне кӗртмелле-тӗр. Явап тыттарнă çынсенчен нумайăшӗ ют киле ирӗксӗр кӗме юраманни преступлени пулнине ăнланмаççӗ.
Ак, тӗслӗхрен, нумай пулмасть Аксу районӗн мировой судӗнче Н. гражданина суд тунă. Вăл, эрех ӗçсе ӳсӗрӗлнӗскер, Б. гражданка пурăнакан хваттере хуçи ирӗк памасăр пырса кӗнӗ. Б. гражданка ăна пӗр тăхтамасăр тухса кайма ыйтнине хăлхана та чикмен Н. Хуçа кӗтмен хăнана тӗртсе верандăна кăларса ярсан та вăл каллех хваттере кӗнӗ.
Н. гражданин суд ларăвӗнче хăйӗн айăпне йышăнман, çакна вăл унчченхи хунямăш патне хăйӗн хӗрне курма çеç пынипе ăнлантарнă. Анчах та хăçан-тăр хунямапа кӗрӳ пулнă çынсем пӗр-пӗрне ăнланманнипе тӗлпулу ăнăçман.
Мировой суд Н. гражданина РФ Уголовнăй кодексӗн 139-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пăхса тухакан преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă, 5000 (пилӗк пин) тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунă.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев