Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ
Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.