«Мулла» кинокартинăна ют çӗршывра та кăмăлланă
«Татаркино» директорӗн, режиссерсен шучӗпе, Тутарстан киновӗн пуласлăхӗ – унăн хăйевӗрлӗхӗнче.
«Мулла», «Байгал», «Халиме» тата ытти кинофильмсем тăрăх паян куракан Тутарстан киновӗсене хаклать. Асăннă картинăсен кинофестивальсенчи шăпи питӗ ăнăçлă пулчӗ. Рамиль Фазлиевăн «Муллине» Раççейре кăна мар, Египетра, Италире, Финляндире, Казахстанра, Кăркăсстанра, Узбекистанра лайăх йышăннă. Ильдар Ягафаровăн «Байгал», Алексей Барыкинăн «Водяная» кинофильмӗсем те куракана килӗшнӗ. «Байгал» кӗçех анлă проката тухмалла.
Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ Тутарстан киновӗн эрни пуçланнине халалланă пресс-конференцире «Татаркино» директорӗ Миляуша Айтуганова пӗлтерчӗ. Кино эрни августăн 23 – 31-мӗшӗсенче «Мир» кинотеатрта пулать. Унта юлашки 2 çулта ӳкернӗ фильмсене кăтартаççӗ.
Кино эрни Салават Юзеевăн «Шихаб Хазрат» документлă кинолентипе уçăлать. Унтан черетпе «Мулла», Эдуард Габидуллинăн «И в шутку, и всерьез», Алексей Барыкинăн «Водяная», Фарид Давлетшинăн «Инсаф» тата ытти паллă картинăсене – пӗтӗмпе 12 – курма пулать. Кино эрни вара Ильшат Рахимбайăн «Эпипэ» музыка кинокомедийӗпе вӗçленет.
Миляуша Айтуганова сăмахӗсемпе, кашни кинофильмпа хăтлав тата унăн режиссерӗпе творчествăлла тӗлпулу иртет.
- Кино эрни Хусанта кăна мар, районсенче те пулать. Рыбно-Слободски, Пăва, Элмет, Лайăш, Ешӗлвар, Атня районӗсенче пурăнакансем Тутарстан режиссерӗсен ӗçӗпе паллашӗç. Малашне тутарсем йышлă пурăнакан регионсене те тухса çӳресшӗн. Ăçта кайсан та пиртен тутар киновӗсене ыйтаççӗ. Пӗлтӗр Мускавра, Санкт-Петербургра, Екатеринбургра, Тюменьре, Новосибирскра кино эрнисем ăнăçлă иртрӗç. Кăркăсстанпа Казахстанра та ăшшăн йышăнчӗç. Пӗрлехи проектсем те пирӗн нумай. Ку вăхăтра казахсемпе пӗрле «Сюмбель» проект пуçларăмăр. Кино виçӗ чӗлхепе – вырăсла, тутарла, казахла пулать. Актерсен йышӗ питӗ сумлă. Лайăх кино пулмалла, – кӗскен паллаштарчӗ Миляуша Айтуганова.
Кино тавра калаçу питӗ анлă пулчӗ. Палăртнă темăран тухса Тутарстан кинематографийӗн пуласлăхӗ пирки калаçрăмăр. «Татаркино» директорӗн, режиссерсен шучӗпе, Тутарстан киновӗн пуласлăхӗ – унăн хăйевӗрлӗхӗнче. Хальлӗхе пирӗн авторла фильмсем ӳкереççӗ, ăнăçлă прокат валли вара коммерцилле кино тумалла. Ун валли хальлӗхе республикăра çителӗклӗ укçа-тенкӗ çук. Журналистсен шучӗпе, паян ача-пăча кинофильмӗсене питӗ сахал ӳкереççӗ. Мансур Гилязов сценарист шучӗпе, ача-пăча киновӗ питӗ кăткăс жанр. «Ачана улталаймастăн. Голливуд киновӗсем çинче ӳсекен ăрăва мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерме питӗ йывăр. Вăл пысăк бюджетлă, компьютер графики енчен пуян пулмалла. Хальлӗхе ку шайра кино ӳкерме пирӗн ресурссем çук», – терӗ Мансур Гилязов.
Миляуша Айтуганова пӗлтернӗ тăрăх, ку проблемăна тимлӗхе илнӗ ӗнтӗ. Раççейӗн Культура министерстви ача-пăча киновне ӳкерме çитес çула 60 миллион тенкӗ уйăрать. Программăна регионсен те хутшăнма ирӗк пур.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев