Ăçта эсир, чăвашсем?
Нумай пулмасть больницăра выртма тӳр килчӗ. Палатăра пӗрле выртакан кӳршӗпе паллашрăм. Вăл 50 çулсенчи сарлака хул-çурăмлă çын. Хайхискер манран ыйтать:
– Калăр-ха, сире мӗншӗн çапла ят панă, мӗне пӗлтерет вăл?
– Эпӗ тутар, ятăм та тутарла ӗнтӗ, – тетӗп кӳршӗме. – Хăв мӗн ятлă-ха?
– Эп Григорий, вырăс.