Ăçта эсир, чăвашсем?
Нумай пулмасть больницăра выртма тӳр килчӗ. Палатăра пӗрле выртакан кӳршӗпе паллашрăм. Вăл 50 çулсенчи сарлака хул-çурăмлă çын. Хайхискер манран ыйтать: – Калăр-ха, сире мӗншӗн çапла ят панă, мӗне пӗлтерет вăл? – Эпӗ тутар, ятăм та тутарла ӗнтӗ, – тетӗп кӳршӗме. – Хăв мӗн ятлă-ха? – Эп Григорий, вырăс.
– Пӗлетӗн-и, хăй вăхăтӗнче Наполеон Раççее килсен мӗн тенӗ: «Пурте хăйсене вырăс теççӗ, анчах та тӗпчесе пăхатăн та – тутар иккен». Сан йăх тымарӗсем ăçтан-ха? Аслаçу-асаннӳ, аçу-аннӳ хăш енчен? – ыйтатăп хайхи.
– Асанне каласа панă тăрăх, вӗсем малтан Çӗпӗрте пурăннă. Вӗсене унта иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенче репрессипе янă. Каярах Ульяновск хулине куçнă. Эп çавăнта çуралнă та ӗнтӗ.
– Чим-ха, Гриша, – тетӗп, – эсӗ вӗсем ăçта çуралнине каламарăн-ха. Пурăнма ăна таçта та пулать, йăх тымарӗсем ăçтан вӗсен?
– Асанне çамрăклăхне аса илнӗ чух Кайпăç районӗ тесе асăнатчӗ, – хуравлать Гриша кăштах шухăшласа тăнă хыççăн. – Вăл хăйӗн ачалăхӗ пирки час-час аса илетчӗ, ялти пурнăçа, хирте ӗçленине...
– Çапла, пур ун пек район Тутарстанра. Анчах унта тӗпрен илсен тутарсем пурăнаççӗ. Эс мӗн те пулсан манман-и, аса ил-ха...
– Акă тата мӗн: асанне вӗсем Тăрăм (Турминское) ялӗнче пурăнни пирки калатчӗ. Вӗсем Макаров хушаматлă пулнă, ялта унăн шăллӗ юлнă.
– Тăхта-ха, – тетӗп. – Эпӗ пулнă вăл ялта. Çиччас шăнкăравласа ыйтса пӗлетӗп – пур-и унта çав хушаматлă çынсем?
Коридора тухрăм та хамăн пӗлӗшӗм патне шăнкăравларăм.
– Юра, – тетӗп, – сирӗн ялта Макаровсем пур-и?
– Пур, Расих абый, – терӗ тӳрех хайхискер.
Ăнлантаратăп: иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенче çак хушаматлă çемьене репрессилесе Çӗпӗре ăсатнă. Халь çавсене астăвакан ватă çын пур-и ку йăхра? Пӗлӗшӗм халь ваттисем вилсе пӗтнӗ, вӗсен мăнукӗсем кăна пурăнаççӗ ялта тет, мӗн-тӗр астуни, пӗлни пирки иккӗленӳллӗ-мӗн. Гришăна каласа патăм хам пӗлни-илтни пирки.
– Итле-ха, – тетӗп ăна, – хăв кайса кур-ха унта. Вăл ял хитре вырăнта – Кӗтне юханшывӗ хӗрринче вырнаçнă. Унта авалхи пысăк, çав тери илемлӗ, шап-шурă чиркӳ пур. Тен, чиркӳ кӗнекинче санăн тăванусем пирки çырни упранса юлнă? Ӗлӗк мăшăрланакансем чиркӳре çырăннă вӗт, мӗнле те пулсан документ сан тăванусем пирки те юлма тивӗç. Çав чиркӗвӗн пачăшкине 1937 çулта арестленӗ те персе вӗлернӗ. Çакăн çинчен пӗлсен эпӗ Юра патне шăнкăравларăм, айăпсăр хур курнă пачăшкăна асăнса çурта лартма ыйтрăм. Çулла Кӗтнере пулă тытакансем йышлă. Ара, Ульяновскран инçе мар, çулӗ те аван кунта. Гриша тусăм, эсӗ ав нимле вырăс та мар иккен, чăн-чăн чăваш! Джипу çине лар та вӗçтер хăвăн йăхун тымарӗсем тухнă яла!
Гриша пӗрре те тӗлӗнмерӗ. Шухăша кайрӗ. Эп те шухăша путрăм. Ав епле иккен, вакрах халăхсем кунсем-çулсем иртнӗçем хăйсем ăçтан, хăш йăхран тухнине тӗпчесе пӗлмесӗр урăх халăхăн йышне ӳстерсе пурăнаççӗ...
Расих ЗАЛЯЛОВ.
Хусан хули.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев