«Мой папа – герой» ача-пӑча ӳкерчӗкӗн фестивалӗ пуҫланнӑ
Тутарстанра «Мой папа – герой» ачасен хушшинчи ӳнер фестивалӗ иртет, унта 7–17 çулсенчи ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем хутшăнма пултараççӗ. Çамрăк ӳнерçӗсен чи лайăх ӗçӗсене сентябрь уйăхӗнче Тутарстан Республикин Наци библиотекинчи пӗтӗмлетӳ куравӗнче кăтартаççӗ. Кун пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет.