Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Мой папа – герой» ача-пӑча ӳкерчӗкӗн фестивалӗ пуҫланнӑ

Тутарстанра «Мой папа – герой» ачасен хушшинчи ӳнер фестивалӗ иртет, унта 7–17 çулсенчи ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем хутшăнма пултараççӗ. Çамрăк ӳнерçӗсен чи лайăх ӗçӗсене сентябрь уйăхӗнче Тутарстан Республикин Наци библиотекинчи пӗтӗмлетӳ куравӗнче кăтартаççӗ. Кун пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Проекта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халаллаласа  СВО хутшăнакансен çемйисене пулăшас, çемье астăвăмне упрама тата çитӗнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас тӗллевпе пуçарса янă.

Фестиваль шайӗнче республикăри тата Хусанти культура çурчӗсенче, çамрăксемпе культура центрӗсенче, лагерьсенче тата ытти учрежденисенче  ӳнер мастер-класӗсем иртеççӗ, унта профессиллӗ ӳнерçӗсем вӗрентнипе ачасем хăйсен ашшӗсен портречӗсене тăваççӗ. Мастер-классем вӗçленнӗ хыççăн кашни муниципалитетра вырăнти куравсем йӗркелеççӗ. Чи лайăх ӗçсем ТР Наци библиотекинче уçăлакан республика экспозицийӗн йышне кӗрӗç.

Фестивале Тутарстан Республикин Культура министерстви, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗ, «Движение первых»  юхăм, «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри  филиалӗ тата регионти муниципалитетсем йӗркелеççӗ.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль мой папа герой конкурс рисунков