Байкалта чăваш тумӗсемпе паллаштарнă
Июнӗн 25 – 27-мӗшӗсенче Иркутск облаçӗнчи «Тальцы» архитектурăпа этнографи музейӗнче Халăхсен хушшинчи XVII «Этноподиум на Байкале. «Модная Ангара» фестиваль иртнӗ. Ун шайӗнче курма килекенсем «Атăлпирĕн» («Поволжские мотивы») коллекципе паллашнă.