Байкалта чăваш тумӗсемпе паллаштарнă
Çӗнӗ хыпарсем

Байкалта чăваш тумӗсемпе паллаштарнă

Июнӗн 25 – 27-мӗшӗсенче Иркутск облаçӗнчи «Тальцы» архитектурăпа этнографи музейӗнче Халăхсен хушшинчи XVII «Этноподиум на Байкале. «Модная Ангара» фестиваль иртнӗ. Ун шайӗнче курма килекенсем «Атăлпирĕн» («Поволжские мотивы») коллекципе паллашнă.

Чăваш тумӗсен коллекцине Иркутск тăрăхӗнчи чăвашсен наципе культура автономийӗ  «ЮЛТАШ» общество организацийӗ ыйтнипе Чăваш Республикин «Паха тӗрӗ»  фабрика тата Иркутск ăсти Татьяна Бочкарева хатӗрленӗ.

Коллекцире пуçа тăхăнмалли хатӗрсемпе капăрлăхсене уйрăм тимлӗх уйăрнă. Авалхи сурпансене Зима районӗнче пурăнакан чăваш ăсти Надежда Фидикова юсаса çӗнетнӗ.

ЧНКА «Юлташ»  телеграмм-каналӗнчен  илнӗ сăнӳкерчӗксем. 


чуваши России чуваши Иркутска мода национальная одежда

Нет комментариев