Фарид Мухаметшин Светлана Захаровăна Тутарстанри ачасен омбудсменӗн удостоверенине панă
ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин Светлана Захаровăна ТР ачасен прависемпе ӗçлекен уполномоченнăйăн удостоверенине панă, ăна ӗçре ăнăçу суннă. Кун пирки республика парламенчӗн пресс-служби пӗлтерет.