Фарид Мухаметшин Светлана Захаровăна  Тутарстанри ачасен омбудсменӗн удостоверенине панă
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид Мухаметшин Светлана Захаровăна Тутарстанри ачасен омбудсменӗн удостоверенине панă

ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин Светлана Захаровăна ТР ачасен прависемпе ӗçлекен уполномоченнăйăн удостоверенине панă, ăна ӗçре ăнăçу суннă. Кун пирки республика парламенчӗн пресс-служби пӗлтерет.

Маларах, сентябрӗн 25-мӗшӗнче Тутарстан Патшалăх Канашӗн депутачӗсем регионти ачасен омбудсменӗ пулма Светлана ‎Захаровăна  пӗр саслăн тенӗ пек ырланă. Çав кунах вăл  присяга илсе ТР ачасен прависемпе ӗçлекен уполномоченнăй должноçне кӗнӗ.

Çӗнӗ должноçа лартиччен Светлана Захаровăна ТР Патшалăх Канашӗн (IV, V, VI тата VII созывсен) депутатне тăватă хутчен суйланă, Тутарстан парламенчӗн социаллă политика комитечӗн председателӗ пулнă.

ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.


фарид мухаметшин госсовет рт обудсмен

Нет комментариев