Çӗнӗ кӗнеке тухрӗ
Публицистика жанрӗпе çырнă çӗнӗ кӗнеке – «Ангел малта, эпир ун хыççăн», «Сувар» республика хаçачӗн ятарлă проекчӗ. Кӗнекене Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă. Тӗп геройсем – ятарлă çар операцине хутшăннă чăваш ачисем тата СВОна пулăшассипе ӗçлекен волонтерсем.