Рустам Минниханов Мускаври ентешсемпе тӗл пулнă
Мускаври «Тутарстан Ентешлӗхӗ» регионти общество организацийӗн представителӗсемпе тӗл пулсан ТР Раисӗ Рустам Минниханов экономика аталанăвне, СВО участникӗсене пулăшассине тата 2026 çулта Хусана ислам тӗнчин тӗп хули пек аталантарассине сӳтсе явнă.
Тӗлпулу Пашков Çуртӗнче иртнӗ. Рустам Минниханов тӗлӗнмелле карттăсен, атлассен тата глобуссен коллекцийӗпе чапа тухнă Румяцев залне пăхса çаврăннă. Картографи кăларăмӗсен «Глобус ацтеков» реликвине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă.

Тӗлпулу Тутарстанăн юлашки пилӗк çулхи çитӗнӗвӗсем çинчен видеоролик пăхнинчен пуçланнă. ТР Премьер-министрӗн çумӗ Равиль Ахметшин малтан сăмах каланă, ун хыççăн ТР Раисӗ республикăн экономикăри тата социаллă политикăри кулленхи тӗллевӗсем çинчен пӗлтернӗ.
«Пирӗн тӗп тӗллев – республикăна çӗршывра чи лайăххисенчен пӗри тăвасси. Çак тӗллевпе ӗçлӗпӗр те – сирӗнпе пӗрле», – палăртнă ТР Раисӗ.
Ун сăмахӗпе Тутарстанра БРИКС саммичӗ иртнипе республикăна пӗтӗм тӗнчипе пӗлеççӗ. Раççей Президенчӗ Владимир Путин саммита шăпах Тутарстанра, Хусанта ирттерме шанни республикăшăн пӗлтерӗшлӗ пулнине те пӗлтернӗ Тутарстан ертӳçи.
Халăхсен хушшинчи хутшăнăвăн çӗнӗ çул-йӗрӗ Китай пулнине, «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» пӗтӗм тӗнчери виççӗмӗш форум та Хусанта иртни пӗлтерӗшлине, 2025 çулта Тутарстанра «TIME: Россия – Индия. Взаимная эффективность» форум иртни Индипе хутшăнусене аталантарма пулăшнине те каласа хăварнă ТР Раисӗ.
Рустам Минниханов Хусан 2026 çулта ислам тӗнчин культура тӗп хули пулассине те палăртнă, пурне те пулас мероприятисене хутшăнма чӗннӗ. Çак мероприятисене ирттерсе тӗрлӗ халăх Тутарстанра пӗрле туслă пурăннине, пӗр-пӗрне хисепленине кăтартасшăн.
«Тутарстанра пурăнакан кашни наци представителӗсем хăйсен чӗлхине те, культурине те, хăйсен наци уявӗсене манманнине кăтартни пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тата, паллах, эпир хамăрăн ӗçтешсене тутар тата вырăс наци уявӗсене кăна чӗнмӗпӗр – пирӗн патра чăваш, мари, мордва, удмурт уявӗсене те паллă тăваççӗ», – палăртнă вăл.

Тӗлпулура ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе волонтерсем те пулнă. Рустам Минниханов шăпах вӗсем паян обществăра моральпе ăс-хакăл тӗлӗшӗнчен вăйлă кăмăл-туйăм йӗркеленине, республика çар çыннисене тата вӗсен çемйисене хастар пулăшнине каласа хăварнă.

Тӗлпулура Раççей Федерацийӗн мăсăльмансен тӗн управленийӗн (РФ ДУМ) председателӗ Равиль Гайнутдин муфтий пулнă. Вăл Рустам Минниханова Раççей мăсăльманӗсен чи пысăк наградине – «Аль Фахр» Хисеп орденне панă.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев