Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çӗнӗ кӗнеке тухрӗ

Публицистика жанрӗпе çырнă çӗнӗ кӗнеке – «Ангел малта, эпир ун хыççăн», «Сувар» республика хаçачӗн ятарлă проекчӗ. Кӗнекене Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă. Тӗп геройсем – ятарлă çар операцине хутшăннă чăваш ачисем тата СВОна пулăшассипе ӗçлекен волонтерсем.

Авторӗ Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ, журналист Ирина Николаевна Кузьмина. Тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, унăн çумӗн Вера Александрован, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗсен Маргарита Литтан, Елена Алексееван очеркӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхесене аталантарассипе комисси тӗрев панипе кун çути курчӗ. Проекта тӗрев панăшăн ТР Раисне Рустам Минниханова, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумне, Комисси ертӳçине Марат Ахметова, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председательне Айрат Зарипова чӗререн тав тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО книга #80летПобеды