Чей ӗçесчӗ пылпала…
Кӗрхи каникула усăллă та кăсăклă, пушă вăхăта хаваслă ирттерме тăрăшасси хамăртан килет. Çак кунсенче П.В.Дементьев музейӗнче «Ăшă çурт» приютри ачасем валли «Чей ӗçессин йăла-йӗркисем» темăпа музей урокӗ иртрӗ.
Пăсланакан сăмавар тавра ларакансем вырӑссен йӑли-йӗркипе, чей историйӗн уйрӑмлӑхӗсемпе тата йӑлисемпе паллашрӗç. «Килте чей ӗçес йӑла ӑçтан пуçланса кайнӑ? Раççее пӗрремӗш хут чей мӗнле тата хӑçан лекнӗ? Чейӗн тӑван çӗршывӗ хăш çӗршыв? Курӑк çинчи вырӑс чейӗн уйрӑмлӑхӗсем мӗнле? Ăна мӗнле тӗрӗс вӗретсе ӗçтермелле? Мӗнле чей ӗçмелле?» Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупрӗç мероприятие хутшăнакансем.

Тата мӑн асаннесем курӑк чейӗ мӗнле пăшăхласа хатӗрленипе, чей вӗретмелли йӗркесемпе, хӑнасем валли сӗтел çине еплерех лартса панипе паллашрӗç. Чей пирки ваттисен сăмахӗсем, калăрăшӗсем мӗн чухлӗ? Тӗрлӗ сиплӗ курăкран чей епле хатӗрлемеллине те вӗренчӗç.

Сăмавар умӗнче чей ӗçсе ларни сыватать, чуна кантарать, савăнăç парнелет çеç мар, чун-чӗререн тухакан калаçусене те йӗркелет.
Ачасем пылак çимесемпе сăйланса вӗри те тӗхӗмлӗ чей ӗçрӗç, «кил хуçисене» кăмăллăн тав турӗç.
Юрий Адъютантов.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев