Хусанта тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен семинарӗ иртрӗ. Кун йӗркинче - малашнехи технологисемпе стратегисем
Тӑван чӗлхесене вӗрентесссине мӗнле майпа интереслӗрех тумалла, ачасен вӗренес туртӑмне мӗнле вӑйлатмалла? Ҫак тата ытти ыйтусене хускатрӗҫ семинарта.
Паян, октябрӗн 29-мӗшӗнче, Хусанти «Адымнар –пӗлӳпе килӗшӳ патне çул» полилингваллă комплексра тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен «Вӗрентӳ системинче тӑван чӗлхесене упраса хӑварассипе аталантарасси: стратегипе технологисем» республика семинарӗ иртрӗ.
Унта ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтӑвӗсемпе департаменчӗн Наци политикине пурнӑçлассипе управлени пуçлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри халӑхсен Туслӑх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Халӑхсен ассамблейин Ӗçтӑвком председателӗн çумӗ Наталья Сабитова, Чӑваш Ен, Мари, Удмурт, Мордва республикисенчи вӗрентӳ сферин представителӗсем, тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗç.
Чăваш Енрен пирӗн пысăк тус, Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Чăваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ, филологи наукисен кандидачӗ, доцент Анна Егорова килсе çитрӗ.
Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен чӗлхисене вӗрентесси епле пурнăçланса пынипе Минзалия Закирова пленарлă ларура паллаштарчӗ. Спикерсен шутӗнче Данил Мустафин, Тимур Кадыров тата ыттисем пулчӗç.
Пленарлă лару тăван чӗлхесене упраса хăварассипе аталантарассине пысăк тӳпе кӗртнисене наградăланипе вӗçленчӗ. Чăваш учителӗсем питӗ йышлăн пулчӗç вӗсен хушшинче. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкулта вӗрентӳ енӗпе директор çумне Валентина Петровапа Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри вăтам шкул вӗрентекенне Валентина Захаровăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин хисеп паллипе чысларӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе Кивӗ Çӗпрелӗнчи шкул вӗрентекенне Надежда Шишкинана, Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкул директорне Евгений Бондарева, Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнчи вăтам шкул вӗрентекенне Луиза Мошкована, Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел вăтам шкул вӗрентекенне Майя Назарована, Çӗпрелӗнчи Хурăнвар Шăхаль ялӗнчи вăтам шкул вӗрентекенне Галина Сандиярована, Татьяна Романована, Çӗпрелӗнчи Хулаçырми вăтам шкул вӗрентекенне Наталья Тарасована, Çӗпрелӗнчи Аслă Аксури вăтам шкул вӗрентекенне Валентина Ярмушована наградăларӗç.
Пленарлă лару вӗçленсен тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем секцисем çине пайланса ӗçлерӗç. Тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхисене вӗрентессипе çыхăннă çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç унта.
Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев