Ольга Волкова: «Спектакль мана пурăнма хавхалантарать»
Хусанти «Луч» ыркăмăллăх организацийӗ (ертӳçи Алия Асхадуллина) усал шыçăпа аптракансене тӗрев парассипе ӗçлет. Президент грантне выляса илнӗскер, пӗлтӗр август уйăхӗнче пуçарнă «Театр искусстви онкопациентсемпе вӗсен çемйисене реабилитаци иртмелли мел» ятарлă проекта февралӗн 4-мӗшӗнче Хусанти «Чулпан» концерт залӗнче «ПроЖить» документлă спектакльпе вӗçлерӗ. Сценарири историсем пурте пурнăçран илнипе кăна мар, геройӗсемпе артисчӗсем онкопациентсем хăйсем пулнипе те паха вăл. Усал шыçăпа кӗрешекен 10 хӗрарăм сиплев çулӗпе хăй мӗнле утнине театр чӗлхипе каласа пачӗ. Проекта пирӗн ентеш, Элкел районӗнчи Хуракӳлте çуралса ӳснӗ 38-ти Ольга Волкова (Михайлова) та хутшăнчӗ.