Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ольга Волкова: «Спектакль мана пурăнма хавхалантарать»

Хусанти «Луч» ыркăмăллăх организацийӗ (ертӳçи Алия Асхадуллина) усал шыçăпа аптракансене тӗрев парассипе ӗçлет. Президент грантне выляса илнӗскер, пӗлтӗр август уйăхӗнче пуçарнă «Театр искусстви онкопациентсемпе вӗсен çемйисене реабилитаци иртмелли мел» ятарлă проекта февралӗн 4-мӗшӗнче Хусанти «Чулпан» концерт залӗнче «ПроЖить» документлă спектакльпе вӗçлерӗ. Сценарири историсем пурте пурнăçран илнипе кăна мар, геройӗсемпе артисчӗсем онкопациентсем хăйсем пулнипе те паха вăл. Усал шыçăпа кӗрешекен 10 хӗрарăм сиплев çулӗпе хăй мӗнле утнине театр чӗлхипе каласа пачӗ. Проекта пирӗн ентеш, Элкел районӗнчи Хуракӳлте çуралса ӳснӗ 38-ти Ольга Волкова (Михайлова) та хутшăнчӗ.

Шел, усал шыçă диагнозне илтсен нумайăшӗ хыпара йышăнаймасăр депрессие кайса малалла кӗрешме чарăнать. Ку вара чиртен те хăрушăрах. Пациентпа унăн çемйи мӗн тӳснине сăмахпа каласа пама çук. Кун пек чух çывăх çынсем, юлташсемпе тăвансем çумра пулни тата сиплев вăхăчӗпе ун хыççăн профессионалсен пулăшăвӗ калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ. Ольгăна та акă Хусанти «Луч» ыркăмăллăх организацийӗ чăнлăха йышăнса пурнăçпа киленсе малалла утма вăй хушать.

–2021 çулхине май уйăхӗнче, çуралнă кун умӗн, ӗçре ларнă çӗртенех васкавлă пулăшу больницăна илсе кайрӗ. Ама хутаççи (яичник) çинчи киста çурăлнă иккен. Гистологи манăн онкологи пулнине кăтартсан çакна йышăнма çав тери йывăр пулчӗ. Хампа хам хупăнма пуçларăм. Аппасем, ун чух анне-атте те сывăччӗ-ха, çемье, тăвансем, юлташсем тӗрев панипе депрессие каймарăм. Пире вӗт шеллени мар, килте хупăнса ларасран пулăшакан кирлӗ кун пек чух, – каласа парать усал шыçăпа 2021 çултанпа кӗрешекен икӗ ача амăшӗ, нейропсихолог, логопед Ольга Волкова.

Хусанти «Луч» ыркăмăллăх организацийӗнче Ольга çулталăк çурă кăна-ха. Апла пулин те унти мероприятисене хастар хутшăнать. Асăннă проекта та акă чăн малтан çырăннă.

– Алия пирӗншӗн сиплев çулӗпе пурнăçпа киленсе малалла çавăтса утакан çын. Ушкăн пысăк, 185 çын, ытларах хӗрарăмсем, тăратпăр. Пӗрле пухăнсан чир çинчен кăна калаçмастпăр эпир, савăнатпăр та, кулатпăр та. Алия мероприятисем иртессине Телеграм-каналти хамăр ушкăнра çырать. «Театр искусстви онкопациентсемпе вӗсен çемйисене реабилитаци иртмелли мел» проект пуçланассине пӗлтерсен чăн малтан çырăнтăм. Мӗншӗн тесен тăватă кӗтесре ларма йывăртарах мана. Кунта вара ыратать-и, ыратмасть-и – репетицине каймаллах санăн. Кун валли вăй тупатăнах, çăвăнан, тумланан, пите крем сӗрен тенӗ пек. Кунта килетӗн те вăй кӗрсе каять. Çавăнпа пӗр шутламасăрах килӗшрӗм. Мӗншӗн тесен ку спектакль маншăн малалла пурăнмалли вăйлă мотиваци. Октябрьтенпе каллех больницăсем тăрăх çӳретӗп. Январӗн 21-мӗшӗнче черетлӗ операци тутарсан та спектакле хутшăнмасăр юлас темерӗм. Мӗншӗн тесен больницăра выртнă чух кун çинчен кашни шутлани вăй хушрӗ, – малалла тăсăлать калаçу.

Çӳлерех асăннă проект спектакльтен кăна тăмасть. Онкопациентсем психологсемпе тӗл пулаççӗ, профессилле ăстасемпе ташă вӗренеççӗ, йогăпа аппаланаççӗ, картинăсем ӳкереççӗ, иппотерапи (лашапа ярăнса сипленесси) иртеççӗ. Çӗнӗ çул умӗн имбирь пӗремӗкӗ пӗçерессипе мастер-класра та пулнă, фотосессие хутшăннă. Пӗр сăмахпа, хăйне майлă психотерапи ку. Ольга çак мероприятисенчен пурне те мар пулсан та, чылайăшӗнче пулнăран çакăн пек ыркăмăллăх организацийӗсем пурришӗн савăнать. Унта çӳресе хавхаланаканскер, хăй те усал шыçăпа аптракан ытти çынсене хăрушă чире пăхмасăр ыррине шанса малалла пурнăçпа киленме пулăшасшăн.

– Хамăн сывалу çулӗ çинчен эпӗ уççăнах калама пуçларăм халӗ.  Телеграм-каналта, «ВКонтактере» постсем çыратăп. Санкт-Петербургри Петров ячӗллӗ наукăпа тӗпчев институтӗнче сипленнӗ чухне те акă ытти пациентсене психолог пек пулăшма тăрăшрăм. Пулăшу ыйтса çыракансене пурне те кирлӗ сӗнӳсем пама хатӗр. Хам эпӗ вăхăтӗнче пулăшу ыйтма вăтаннă. Сиплев валли укçа çитми пулсан кăна ыйтма тиврӗ. Çакăн чухлӗ çын мана пулăшасса шутламан та. 450 пин тенкӗ таранах пухăнчӗ. Йывăр вăхăтра укçа парса пулăшнă Элкел районне, уйрăмах хуракӳлсемпе турикачаелсене, Димитровградпа Ульяновск хулисенче пурăнакан тăвансене, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзне,  Хусанти «Иделькей» 36-мӗш ача садӗнчи ачасен ашшӗ-амăшне, «Перспектива» 186-мӗш лицей педколлективне, «Королевы Казани 2024» конкурс йӗркелӳçисене, юлташсемпе тăвансене пурне те тав тăватăп, – майпа усă курса тав турӗ ентешӗмӗр нушара хăйне пăрахманнисене.

«ПроЖить» спектакле те акă куракансем тулли зал пухăнни кăмăллă кӗтменлӗх пулнă вӗсемшӗн. Апла-тăк, чирпе кӗрешекенсем çинчен уççăн калаçма вăхăт çитнӗ, çынсене кирлӗ вăл.

– Халӗ пире Йошкар-Олана чӗнеççӗ. Унта пулӗ-и кайма? Тепӗр эрнесенче ӗçе те тухасшăн-ха эпӗ, пӗр-икӗ ачапа та пулин заняти ирттересчӗ. Ку та вăй парать мана, – малашнехи планӗсене уçрӗ логопед, нейродефектолог.

Ӗмӗчӗ те, планӗ те пурнăçлантăрччӗ Хуракӳл хӗрӗн. Эпир те хамăр вулакансен ятӗнчен сывалу çулӗпе малалла та çапла ыррине шанса утма вăй-хал, сывлăх сунатпăр Ольгăна!

Паянхи кун тӗлне республикăра пурӗ 127,5 пин çыннăн (19,4 пинӗшӗнне 2024 çулта асăрханă) рак. Ытларах пыршă, ӳт, кăкăр, ар органӗсен, ӳпке шыççисемпе аптраççӗ. Хăрушă чирсен 40 проценчӗн симптомӗсем 3-4-мӗш стадиччен те палăрмаççӗ. Çавăнпа çулталăкра пӗрре кашни çыннăн медицина тӗрӗслевне иртмеллех!

О.Волкован çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество онкология