«Бессмертный полк» онлайн-акцие хутшăнма заявкăсене майăн 6-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Пӗтӗм Раççейри «Бессмертный полк» онлайн-акцин йӗркелӳ комитечӗ 2026 çул валли заявкăсем йышăнма пуçлани пирки пӗлтерет. Хăйсен тăванӗсем – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе тыл ӗçченӗсем – çинчен пӗлтерес текенсем май уйăхӗн 6-мӗшӗччен заявкăсене яма вăхăт пур. Виртуаллă утăм майăн 9-мӗшӗнче иртет.