Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Бессмертный полк» онлайн-акцие хутшăнма заявкăсене майăн 6-мӗшӗччен йышăнаççӗ

Пӗтӗм Раççейри «Бессмертный полк» онлайн-акцин йӗркелӳ комитечӗ 2026 çул валли заявкăсем йышăнма пуçлани пирки пӗлтерет. Хăйсен тăванӗсем – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе тыл ӗçченӗсем – çинчен пӗлтерес текенсем май уйăхӗн 6-мӗшӗччен заявкăсене яма вăхăт пур. Виртуаллă утăм майăн 9-мӗшӗнче иртет.

Ветеран портречӗ пӗтӗмӗшле астăвăм юхăмӗнче курăнтăр тесен заявка памалла.  Ăна  меллӗ мелсенчен пӗринпе йӗркелеме пулать:

  • «Бессмертный полк»  онлайн-проектăн официаллă сайтӗнче;
  • «ВКонтакте» е «Одноклассники» социаллă сетьсенчи мини-приложенисем урлă;
  • МАКС мессенджер урлă.

Хутшăнаканăн харпăр кабинетӗнче ветеранăн (е тыл ӗçченӗн) сăнӳкерчӗкне вырнаçтарса, унăн историне кӗскен каласа памалла: ăçта çапăçнă е ӗçленӗ, пурнăç çулӗсем, мӗнле наградăсем пур.

Цифра утăмӗ майăн  9-мӗшӗнче  12.00 сехетре Раççейӗн кашни регионӗнче пулать. Ăна чи малтан Чукоткăпа Инçет Хӗвелтухăçӗнче пурăнакансем курӗç, унтан астăвăм эстафети Çӗпӗрпе Урал урлă Раççей варрине куçать, Анăç регионсенче, çав шутра Калининград облаçӗнче те, вӗçленет.

Трансляцие «Бессмертный полк»  онлайн проект сайтӗнче, çавăн пекех çӗршыври чылай хулари пысăк экрансенче курма пулать. Çакă темле сăлтава пула урамри утăмсене хутшăнайманнисене те акцие хутшăнма май туса парать.

Пӗрремӗш хут «Бессмертный полк» акци 2012 çулта Томскра иртнӗ, 2015 çултанпа ăна Раççейӗпех ирттереççӗ. 2020-2024 çулсенче эпидемиологи тата ытти чарусене пула чылай регионта урамри массăллă утăмсене онлайн форматпа улăштарнă. 2025 çулта онлайн-шествие  хăйсен мăн аслашшӗ-куккашшӗсен портречӗсене миллионшар Раççей çынни вырнаçтарнă.

«Бессмертный полк»  онлайн-проектăн официаллă сайтӗнчен тунă скриншот. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Бессмертный полк онлайн-шествие