Кивӗ Хăратара пурăнакан Владимир Яганева «Вилӗмсӗр полка» хутшăнма пандеми те чăрмантарайман
– Пандемие пăхса тăмарăм, «Вилӗмсӗр полка» хăйне евӗр форматпа хутшăнтăм иртнӗ çулсенче. Вăрçă паттăрӗсен портречӗсене автобус кузовӗ çине çыпăçтартăм та Сиктӗрме-Хусанкай – Кивӗ Хăрата маршрутпа çула тухрăм. Портретсене пухма вырăнти шкулта пулăшрӗç. Манпа пӗрле «çулçӳреве тухнă» паттăрсен хушшинче Иван Питеркин, Андрей Стратонов, Иван Шангин тата, паллах ӗнтӗ, манăн пӗрремӗш вӗрентекен Александр Матвеевич Линеев пулчӗç. Вăл пирӗн ялти чи юлашки ветеран пулчӗ.