Парад, «Вилӗмсӗр полк» тата салют: Хусанта Çӗнтерӳ кунне мӗнле паллă тăвӗç
Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне Хусанта анлă уяв программи хатӗрлеççӗ. Çак кун республикăн тӗп хулинче Хусан гарнизонӗн çарӗсен парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», концертсем, патриотла акцисем тата Казанка юханшывӗн акваторийӗнче салют ирттерме палăртнă. Кун пирки ӗçлӗ тунтикунра хула ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Азат Абзалов пӗлтернӗ.
Торжествăлла мероприяти Хусанта Архангел тата Арск масарӗсем çине, Çӗнтерӳ паркӗнчи Сӳнми çулăм, Совет салтакӗн, Тыл ӗçченӗсен, Аннесемпе тăлăх арăмсен палăкӗсем умне чечек хунинчен пуçланать.
«10.00 сехетре 1000 çуллăх тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн çарӗсен парачӗ пуçланать, уяв маршне çар çыннисем, çар училищин курсанчӗсем, çапăçу ветеранӗсем, Хусанти аслă шкулсен çар кафедрисен студенчӗсем хутшăнӗç. Хусан гарнизонӗн çарӗсем иртнӗ хыççăн тӳремре театрализациленӗ представлени пулать, артистсем Хусан предприятийӗсем, Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗ тата совет совет çыннисем фашизма çӗнтерме мӗнле пулăшине кăтартса парӗç», – пӗлтернӗ Азат Абзалов.
Çӗнтерӳ паркӗнче те курма килекенсем валли тӗрлӗ мероприятии хатӗрленӗ: кăнтăрла кунта аслă классенче вӗренекенсен йăлана кӗнӗ парачӗ иртет, унта хулари юнармеецсемпе кадетсем хутшăнӗç, çавăн пекех «Фанфары Победы» ача-пăча фестивалӗн гала-концерчӗ те пулать.
Яланхи пекех тӗп пулăмсенчен пӗри – «Бессметрный полк» акци. Колонна 13.00 сехетре Карл Маркспа Толстой урамӗсем хӗресленнӗ çӗрте йӗркеленет. Шестви 15.00 сехетре пуçланать, акцие хутшăнакансем Карл Маркс, Лобачевский тата Кремль урамӗсем тăрăх иртсе 1000 çуллăх тӳремне тухать. Шествие хутшăнма Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванăн портретне илсе килмелле.
Çӗнтерӳ кунне халалланă мероприятисем Хусан Кремлӗн территорийӗнче те иртӗç, вӗсен хушшинче – «Вальс Победы» патриотла акци, мемориал стенчӗ, Паттăрсен стени. 17.00 сехетре Присутственный вырăнсен картишӗнче хăнасем «Домой с Победой» вокалпа хореографи спектакльне курма пултарӗç.
Бауман урамӗнче «Этот день мы приближали как могли мероприяти ирттерме палăртнă – унта Çӗнтерӳ кунне 81 çул каялла мӗнле уявланине кăтартӗç, çак кун хусансемпе хула хăнисене вăрçă çулӗсен атмосферине туйма пултарӗç.
1000 çуллăх тӳремӗнчи каçхи уяв программи 19.00 сехетре пуçланать, концерта артистсем, çамрăксен ушкăнӗсемпе коллективӗсем, çавăн пекех «Поющая Казань» проектăн Хусанти пӗрлештернӗ хорӗ хутшăнӗç.
Çӗнтерӳ кунне уявласси 22.00 сехетре Казанка юханшывӗн акваторийӗнче янă салютпа вӗçленет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев